«Чуна ҫывǎх чǎваш сǎмахĕ».

Чǎваш чĕлхи… Пирĕншĕн вǎл асаттесен пехилĕ , асаннесен кĕлли, пирĕншĕн вǎл  вǎрман сулхǎнĕ, тǎп-тǎрǎ ҫǎлкуҫ шывĕ, пирĕншĕн вǎл чĕре таппи, чун хавалĕн чи ачаш хусканǎвĕсем, пирĕншĕн вǎл пурнǎҫ…

Геннадий Волков

 

Эпир Ҫĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта вĕрентекенсем чǎвашлǎха аталантарас тĕллевпе ачасен хушшинче тĕрлĕ ĕҫсем ирттеретпĕр, тĕрлĕ конкурса хутшǎнатпǎр, Урокра та аталантару вǎййисем ирттеретпĕр. Халĕ шǎпах чǎваш чĕлхи эрни пырать. Пирĕн шкулти ачасем ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче «Чуна ҫывǎх чǎваш сǎмахĕ» конкурса хутшǎнчĕҫ. Тĕрлĕ сǎвǎсем каларĕҫ, ытти шкул ачисене итлерĕҫ. Конкурс пурне те кǎмǎла кайрĕ.