Тотальный диктант по чувашскому языку

Тотальный диктант по чувашскому языку

      Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

    Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстерес тĕллевпе çулсерен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă.
   
    Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш ​ вăтам шкулта вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем, хăнасем диктант çырма кăмăл турĕç. 6-9 класра вĕренекен 19 ача, 10 вĕрентекен, 2 хăна ​ хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

    Пĕтĕмĕшле илсен текст йывăрах маррине, çырма çăмăл пулнине пĕлтерчĕç акцие хутшăнакансем.